Футбол уйӗсем Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Вӑрмар, Елчӗк, Шупашкар районӗсенче, ҫавӑн пекех Етӗрнепе тӗп хулара тума палӑртнӑ. Укҫа-тенке физкультурӑна аталантармалли адреслӑ инвестици программипе уйӑрӗҫ. Канашлура вырӑнти пуҫлӑхсем строительство валли проект документацине мӗнле хатӗрлени пирки доклад турӗҫ. Хальхи вӑхӑтра патшалӑх экспертизи витӗр икӗ муниципалитет тата пӗр учреждени кӑна тухнӑ - Елчӗкпе Етӗрне районӗсем тата Футбол шкулӗ. Ыттисене проект хатӗрлесе ҫитерме татӑклӑ вӑхӑт уйӑрчӗҫ - ҫу уйӑхӗн 15-мӗшчен.
Леонид Петров, Вадим Владимиров