Республикӑра ҫывӑх ҫулсенче 25 ҫӗнӗ клуб тума тата 55-шне юсама палӑртнӑ

Ку енӗпе Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче те ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра Юманай салинче тата Кабаново поселокӗнче хӑтлӑлатнӑ культура учрежденисен алӑкӑсем уҫӑлмалла.

Юманайри культура ҫурчӗн алӑкӗ 1986-мӗш ҫулта уҫӑлнӑ. Унтанпа ӑна пӗрре те тӗплӗ юсаман. Ӗҫӗ нумаййине кура учреждение икӗ тапхӑрпа хӑтлӑлатма йышӑннӑ. Малтанхи тӗллевсене пӗлтӗр пурнӑҫланӑ. Ҫакӑн валли патшалӑх хыснинчен 2 миллион та 300 пин тенкӗ уйӑрнӑ пулнӑ.  Ку укҫапа ҫуртӑн пӗрремӗш хутне йӗркене кӗртнӗ: фойене ҫӗнетнӗ, урайне плитка сарнӑ, мачча, ҫутӑ тата ӑшӑ тытӑмӗсене улӑштарнӑ. Ҫавӑн пекех пластик чӳречесем вырнаҫтарнӑ. Ҫурта юсама конкурс ирттернӗ хыҫҫӑн тӑкаксене перекетлеме май килнӗ. Унпа иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗнче куракансен залне ҫӗнетнӗ.  
Юлнӑ тепӗр 4 миллион тенкине кӑҫалхи ӗҫе янӑ. Аукцион выляса илнӗ подрядчик ҫурт тӑррине ҫӗнӗрен витнӗ. Иккӗмӗш хутри пӳлӗмсене, корридора, йӗркене кӗртнӗ.


Леонид Петров, Вадим Владимиров