Республикӑн ҫавра ҫулӗ тӗлне кӑларнӑ кӗнеке

Тӑван чӗлхепе ҫӗршыв илемне мухтаса ҫырнӑ хайлав чылай. Чӑваш кӗнеке издательстви вӗсене пӗр ҫӗре пухса икӗ чӗлхепе пысӑках мар сӑвӑ пуххи кӑларчӗ. 

"Ҫӗршывӑмҫӑм, Чӑваш ҫӗршывӗ. Чувашия родная" ятпа кун ҫути курнӑ сӑвӑ пуххи - тӑван республикӑн 100 ҫулне кӗтсе илнӗ тапхӑрта вулакансем уйрӑмах кӗтнӗ кӗнеке. Янӑравлӑ сӑвӑ яланах уяв кӑмӑлӗ кӗртет, чун-чӗрене хавхалантарать. Тӗрлӗ вулав ӑмӑртӑвне хутшӑнас кӑмӑллисем атте-анне чӗлхи, тӑван ен, Шупашкар, халӑхӑмӑрӑн иртнӗлӗхӗ, паянхи тата пуласлӑхӗ  ҫинчен ҫырнӑ хайлавсене суйласа илсе чӑвашла та, вырӑсла та вулама пултараҫҫӗ.

 

Марина Карягина, Екатерина Янгалакова