Республика Кунӗн программи ниме пӑхмасӑр пуян пулать 

10 ытла ӗҫ-пуҫ ирттерме палӑртнӑ. Пандеми тапхӑрӗнче вӗсене мӗнле майпа йӗркелӗҫ? Кун пирки Культура министрӗ Роза Лизакова каласа кӑтартрӗ. 

Республика Кунӗ ялан шавлӑ та хаваслӑ иртнӗ. Пирӗн патра Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи ентешсем пухӑннӑ. Ытти халӑх ҫыннисем те юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Уяв ӗҫ-пуҫӗ темиҫе куна тӑсӑлнӑ. Кӑҫал программӑна коронавирус сарӑлас хӑрушлӑх пуррипе улшӑнусем кӗртме тивнӗ. "Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем" тата "Акатуй" инҫет мелӗпе иртӗ. Тӗрлӗ ҫӗрти пултарулӑх ушкӑнӗсем юрӑ-ташӑ шӑрантарнине ятарласа видео ӳкерсе ярса параҫҫӗ. Саламсем иртнӗ эрнерех килме пуҫланӑ. 


Алёна Артёмкина, Семен Антонов