Пурнӑҫ илемне туйса илнӗ

Шупашкарта пурӑнакан 29 ҫулти Анастасия Портнова "Успеть увидеть" проекта хутшӑннӑ, вӑл ҫавӑн пекех документлӑ фильмра та ӳкерӗннӗ. Ҫак ыркӑмӑллӑх акцийӗ тӗрлӗ регионти куҫӗ япӑх куракан ҫынсене пӗрлештернӗ.

Анастасия мӗн ҫуралнӑранпах япӑх курать. Унӑн куҫ вичкӗнлӗхне  республикӑри клиника офтальмологи больницинче сӑнасах тӑраҫҫӗ.

Тӗп тухтӑр Дмитрий Арсютов та яланах хӗре пулӑшма хатӗр.  Вӗсем врачпа пациент пек мар  юлташсем пек калаҫаҫҫӗ. Пӗлтӗр Дмитрий Геннадьевич  Анастасияна Раҫҫейре иртекен пӗр пысӑк проекта хутшӑнма сӗннӗ. Вӑл  мӗн-пур регионти куҫӗ япӑх куракан ҫынсене пӗрлештернӗ. Хӗре Раҫҫейри 4 регионтан - Байкалтан, Камчаткӑран, Сочирен тата Крымран   пӗрне суйласа илме сӗннӗ. Настя кӑнтӑра кайма кӑмӑл тунӑ.

Надежда Александрова, Михаил Солин