Пурӑнма пулӑшакан театр

Республикӑра кӑна мар, ҫӗршывӗпе те чи аслӑ театрсенчен пӗри - Чӑваш академи драма театрӗ 105 ҫул тултарчӗ. Сцена ӑстисемпе парӑннӑ куракансем ҫавра ҫула шавлӑн паллӑ турӗҫ. 

Пӗрремӗш чӑваш спектаклӗ Хусанта 1918-мӗш ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ. Унтанпа пӗр ӗмӗр ытла иртнӗ пулин те, Иоаким Максимов-Кошкинский йӗркелесе янӑ театр паян та хӑйӗн тивӗҫне туллин пурнӑҫласа пырать. СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев ертсе пыракан пултарулӑх ушкӑнӗ кашни ӗҫӗпе куракана тыткӑнлать. Сӑмах май, сумлӑ режиссер театрӑн илемлӗх ертӳҫинче 40 ытла ҫул тӑрӑшать.

Уява килнисем фойере йӗркеленӗ пуян куравпа паллашма пултарчӗҫ. Унта тӗрлӗ ҫулти сӑн ӳкерчӗксене, спектакльсенчи тумсене курма пулчӗ. Сцена ӑстисене малтанах Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ, театр хӑйнеевӗрлӗхне палӑртрӗ. Чӑваш Правительстви пӗлтӗртенпе ҫамрӑк драматургсене хавхалантарас, ҫӗнӗ хайлавсемпе театрсен репертуарне пуянлатас тӗллевпе пьесӑсен конкурсне ирттернине, грантсем уйӑрнине пӗлтерчӗ.

Паян театр репертуарӗнче 30 ытла спектакль. Вӗсен йышӗнче, тӗпрен илсен, чӑваш тата вырӑс драматургӗсен пьесисем. Хушӑран ют ҫӗршыври авторсен пултарулӑхӗпе те усӑ кураҫҫӗ. Ҫапах та чӑн малтан куракан театра тӑван йӑла-йӗркене манманнишӗн хисеплет: туй саманчӗсем, салтак ӑсатни, улах ларни - веҫех ҫакӑнта упранать.

Уяв каҫӗнче тӗрлӗ спектакльти сыпӑксене кӑтартрӗҫ. Куракансем артистсемпе пӗр хурланчӗҫ те, пӗр савӑнчӗҫ. Сумлӑ хӑнасем - вӗсен йышӗнче культура министрӗ Светлана Каликова, Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков, тӗп хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин тата ыттисем те театрта тӑрӑшакансене патшалӑх наградисемпе чысларӗҫ.


Надежда Александрова, Леонид Петров, Виктор Степанов