Професси уявӗ умӗн чи тӑрӑшуллӑ строительсене хисеплӗ ятсемпе медальсем параҫҫӗ

Строительсен кунӗ ҫывхарнӑ май, регион ертӳҫи Олег Николаев  ҫурт-йӗр тӑвассипе тухӑҫлӑ ӗҫлекен компанисен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашать, нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшакансене хисеп хучӗсемпе чыслать. 

"3-мӗш стройтрест" - Раҫҫейри чи лайӑх ӗҫлесе пыракан 150 организаци шутне кӗрет. Ҫакна компанин ҫитӗнӗвӗсем те ҫирӗплетеҫҫӗ. Халӗ строительсем "Ҫӗнӗ Богданка" микрорайонта нумай хутлӑ кирпӗч ҫуртсем хӑпартаҫҫӗ. Олег Николаев  микрорайон  проекчӗпе кӑсӑкланчӗ, ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ специалистсене тӗрлӗ наградӑпа чысларӗ. 
Ҫавӑн  пекех регион ертӳҫи "Ҫӗнӗ хула" микрорайонта  пулса курчӗ. Кунта паян 10 пин ытла ҫын пурӑнать. Ытларахӑшӗ - ҫамрӑк ҫемьесем. Микрорайон кунран кун ҫӗнелсе,  илемленсе пырать.   Ҫӗнӗ хулара  ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫшӗн  3 предприяти  яваплӑ: "Иско-Ч", "Инкост" тата "Монолитное строительство". 

 

Елена Дмитриева, Екатерина Данилова, Никита Углев