Православи календарӗнчи пӗлтерӗшлӗ кун - Кӑшарни ҫывхарать

Ун чухне кӗлӗ туса тасатнӑ шыва кӗрсе тухасси йӑлара. Ҫакна валли Чӑваш Енри ял-хулара ваксем касма пуҫланӑ та ӗнтӗ. Вӗсем хӑтлӑ тата хӑрушсӑр пулмалла. 

Ҫитес эрнере - Кӑшарни. Унччен шыва кӗмелли ваксене хатӗрлесе ҫитермелле.  Ҫавна май рабочисем ҫил-тӑмана пӑхмасӑр бензопӑчкӑпа Атӑл пӑрне касаҫҫӗ. Ытти ҫулсенчи пекех арҫынсен Ҫветтуй Троица мӑнастирӗ ҫывӑхӑнче пысӑк купель тӑваҫҫӗ.   Пӗлтӗр ҫанталӑк ӑшӑ тӑнипе пӑр ҫӳхе пулнӑ. Ҫавӑнпа вакра шыва кӗме  пӗршерӗн-икшерӗн ирттерсе янӑ. Ҫулталӑк каялла республикипе пӑрлӑ шывра чӳкенмелли 100-е яхӑн  вырӑн йӗркеленӗ пулсан, кӑҫал икӗ хут ытларах тӗллевлӗ.

 

Алена Артемкина, Владимир Синдеев