Правительство ҫуртӗнче ҫуракине хатӗрленес ыйтӑва сӳтсе яврӗҫ

Кӑҫал республикӑра тыр-пул лаптӑкӗ 548 пин гектар йышӑнӗ. Ку пӗлтӗрхинчен 7 пин гектар нумайрах. Ҫурхи культурӑсене 305 пин гектар акса хӑварма палӑртнӑ.

Кун пирки ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Артамонов Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура пӗлтерчӗ. Республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тӑпрана извеҫ удобренийӗ хывассине тимлӗх уйӑрма ыйтрӗ. Тӑкаксен ытларах пайне хуҫалӑхсене патшалӑх саплаштарӗ. Ҫавӑнпа та ку программӑпа хастартарах усӑ курмалла.

 

Екатерина Фомина, Виктор Степанов