Пӗлӳ илме - чаплӑ ҫуртсене

Ку вӗренӳ ҫулӗнче республикӑра икӗ шкул алӑкӗ уҫӑлать. 

Паян - Пӗлӳ кунӗ. Хӑрушсӑрлӑх йӗркисене ҫирӗп пӑхӑнса республикӑри 410 ытла шкул алӑкӗ уҫӑлать. Вӗсенчен иккӗшӗнче вӗренекенсене пӗрремӗш хут йышӑнаҫҫӗ. Паян Куславкка районӗнчи Куснар салинче ҫӗнӗ шкула савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хута яраҫҫӗ. Ӗнер вара Шупашкарти Ҫӗнӗ хулара пысӑк уяв пулчӗ. Шкула уҫма Раҫҫей ҫут ӗҫ министрӗ Сергей Кравцов тата Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хутшӑнчӗҫ.

 

Леонид Петров, Вероника Павлова, Вадим Владимиров