Паян Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче 89-мӗш сезон хупӑнать

Пултарулӑх ҫулталӑкӗ ӑнӑҫлӑ пулнине палӑртаҫҫӗ сцена ӑстисем. 

Ҫак тапхӑрта театр сцена ҫине 7 спектакль кӑларнӑ. Вӗсемпе пӗчӗк ачасенчен пуҫласа ҫитӗннисем таранах илӗртме тыткӑнлама пултарнӑ. Унсӑр пуҫне тӗрлӗ фестиваль ирттерсе ытти тӑрӑха тухса ҫӳренӗ. Паян вара куракансене Юхма Мишши хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ "Куккук куҫҫулӗ" спектакль кӗтет. Унӑн режиссерӗ Раҫҫей Федерацийӗн тата Калмӑк республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Борис Манджиев. Ку драмӑна автор иртнӗ ӗмӗр вӗҫӗнчех ҫырнӑ. Ӗҫ-пуҫ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи пурнӑҫа сӑнласа тӑван тӑрӑхпа сывпуллашнӑ ҫын шӑпине кӑтартать. Спектакль паян 18 сехет те 30 минутра пуҫланать.


Алексей Енейкин, Николай Семенов