Паян ҫамрӑксен "Атӑл ҫинчи тӗл пулӑвӗсем" йӑлана кӗнӗ пултарулӑх фестивалӗ вӗҫленет

Ниме пӑхмасӑр форума кӑҫал Раҫҫейри 37 регионтан журналистикӑпа, кинопа кӑсӑкланакан хӗрсемпе каччӑсем пуҫтарӑннӑ. 

Калем ӑстисен йӑлана кӗнӗ фестивалӗ кӑҫал 31-мӗш хут иртет. Пӗтӗмпе унта Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен  300 ытла шкул ачипе студент пухӑннӑ. Ҫак каччӑсемпе хӗрсенчен  чылайӑшӗ шкулти  телестудисемпе  хаҫатсенче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ. 5 кун вӗсем валли журналистика, кино, социаллӑ сеть тата лидерство енӗпе  мастер-классем, ҫавра сӗтелсем, семинарсем иртеҫҫӗ. Фестивале хутшӑнакансем хаҫатсем калӑплама, кино ӳкерме, кӑларӑмсем хатӗрлеме,  монтаж тума вӗренеҫҫӗ. Вӗсене хӑйсен опычӗпе паллӑ журналистсем, режиссёрсем, артистсем паллаштараҫҫӗ. Ҫамрӑк журналистсем патне хӑнана регион ертӳҫи Олег Николаев та ҫитрӗ. Тӗл пулӑва пресс-конференци евӗр йӗркелерӗҫ. Журналистсен фестивальне паян пӗтӗмлетеҫҫӗ.

 

Елена Дмитриева, Михаил Солин