Патӑрьел районӗнче иккӗмӗш ҫул волонтерсен пӗрлешӗвӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫлет 

Ӗҫӗпе хастар, тӗллевӗсем пархатарлӑ. Патӑрьел районӗнчи Турханта волонтресен отрячӗ ватти-вӗттине пулӑшать. 

Чир алхаснӑ тапхӑрта ыр кӑмӑллӑ ачасем нушана лекнисене пушшех те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. "Паянхи тимуровецсен" ӗҫне вырӑнти участокри врач Анатолий Кольцов ертсе пырать. Шӑпах вӑл ялта волонтер-медиксен республикӑри пӗрремӗш ушкӑнне йӗркелесе янӑ. 

 

Ирина Николаева, Семен Антонов