Паха хутсен ӗмӗрне тӑсакансем

Чӑваш Республикин хальхи истори архивне никӗсленӗренпе 85 ҫул ҫитрӗ 

Халӗ кунта 900 пине яхӑн документ упранать. Чи кивви - 1902-мӗш ҫулхи. Ҫакнашкал паха хутсен ӗмӗрне тӑсма реставраци пулӑшать. Мӗн-пур экземпляра тӗттӗмре, ятарлӑ температурӑна пӑхӑнса упраҫҫӗ. Кӑҫал "Халӑх астӑвӑмӗ. Ҫӗнтерӗве сыхласа хӑварасси" проектпа килӗшӳллӗн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисен тӑванӗсем архива 300 ытла документ килсе панӑ. Виҫкӗтеслӗ ҫырусем, салтаксем ҫӳренӗ ҫул-йӗр карттисем, хӗрлӗармеец кӗнекисем. Историри самантсемпе малашне архивӑн вулав залӗнче кӑна мар, интернет уҫлӑхӗнче те паллашма май пулӗ. 

 

Алиса Александрова, Екатерина Данилова, Семен Антонов