Олег Николаев Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансемпе тӗл пулчӗ 

Химиксен хулине йӗркене кӗртме федераци бюджетӗнчен 225 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Пурӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта 60 картише юсамалла. Ҫапла майпа нумай хваттерлӗ 300 ҫуртра пурӑнакансем  валли урамсене хӑтлӑх кӳрӗҫ. 

Картишсене ырӑ ятлӑ пулнӑ, хӑйсен ӗҫне яваплӑха пӗлсе тӑвакан подрядчиксем юсаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне контрактпа килӗшӳллӗн 5 ҫул гаранти параҫҫӗ. Ҫак хушӑра сиксе тухнӑ мӗн-пур кӑлтӑка строительство компанийӗсем хӑйсен укҫинчен саплаштарӗҫ. Ҫурт картишӗсене юсаса тирпей-илем кӳрессипе ӗҫлекен республика программине сахалтан та тепӗр 3 ҫула тӑсасшӑн. 

 

Алиса Александрова, Екатерина Храмкина, Вадим Владимиров