Наци библиотекинче Станислав Юхтарӑн кӗнеке-альбомӗн хӑтлавӗ иртрӗ

Станислав Юхтар - чӑваш ӳнерӗнче уйрӑлса тӑракан хӑйне евӗр художник. Унӑн ӳкерчӗкӗсем куракана тӑван халӑхӑн аваллӑхӗпе хальхи пурнӑҫ ҫыхӑнӑвӗ ҫинчен шухӑша яраҫҫӗ.

Станислав Юхтарӑн мӑшӑрӗ, паллӑ этнограф Елена Енькка пухса хатӗрленӗ ҫак чаплӑ альбом - Чӑваш патшалӑх кӗнеке издательствин туслӑ та пултаруллӑ ушкӑнӗн пӗрлехи ӗҫӗ. Ирина Калентьева дизайнер та яланхиллех ӳнерҫӗн ӑсталӑхне хисеплесе юрӑхлӑ полиграфи меслечӗ шырани, Станислав Юхтарӑн тарӑнӑшне ӑнланса туйни хуплашкаранах палӑрать.

Станислав Юхтар - этнофутурист, ялта ҫуралса унтах ӗмӗрне ирттерекен художник чунӗнчи чӑвашлӑх тӗнчине мифсемпе сӑмахлӑхри сӑнарсем урлӑ ӳкерсе кӑтартать. Унӑн нумай сийлӗ картинисене, хӳхӗмлӗхӗпе тӗлӗнтерекен пуян миниатюрисен ярӑмӗсене халӑхӑн иртнӗлӗхне, авалхи тӗнӗпе культурине пӗлмесӗр ӑнланма ҫук. Кӗнеке-альбом ҫӗнӗ ӑрушӑн - шӑпах ҫав асамлӑ алӑка уҫса хамӑра тарӑнрах ӑнланма пулӑшать те. 


Марина Карягина, Вадим Владимиров