Мускавра чӑваш юрри-ташши кӗрлерӗ

Ҫӗршыв тӗп хулинче Акатуй иртрӗ. Онлайн-трансляцие пула савӑнӑҫлӑ ӗҫ-пуҫа пӗрремӗш хут тӗнчен кирек хӑш кӗтесӗнче те курма май пулчӗ.

Ӗҫпе юрӑ уявӗ Мускаври национальноҫсен ҫурчӗ умӗнче иртрӗ.  Вӑл чӑваш гимнӗ янӑранинчен пуҫланчӗ. Акатуя кӑҫал Раҫҫейри Культура эткерлӗхӗн тата республикӑри Мухтавлӑ ентешсен Ҫулталӑкне халалланӑ. Мӗн  авалтан чӑвашсем ҫурхи ака-суха вӗҫленнине халӑхпа пуҫтарӑнса паллӑ тунӑ. Вӑйӑ картине тӑрса юрӑсем шӑрантарнӑ, пӗр-пӗрне хӑналанӑ. Халӗ те Акатуй ҫӗршыври мӗн пур регионти ентешсене пуҫтаракан уяв шутланать.


Леонид Петров