Муркаш тӑрӑхӗнчи Нискасси шкулӗнче Емельян Арчиков профессор ячӗпе асӑну хӑми уҫрӗҫ

Емельян Арчиков чӑвашсен аслӑ ӑсчахӗсен йышӗнче сумлӑ вырӑн йышӑнать. Муркаш енче пурӑнакансем ун ячĕпе уйрӑмах мӑнаҫланаҫҫӗ.

Емельян Иванович Нискасси шкулне пӗтерсенех Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине лекнӗ. Хӑюлӑхпа Хĕрлĕ ҫӑлтӑр орденĕсене, паттӑрлӑхшӑн тата ытти сумлӑ медальсене тивӗҫнӗ. Ҫапӑҫу хирӗнчен аманса таврӑнсан салтак Шупашкарти пединститутра математика вӗреннӗ. Тӑван Нискассипе Муркаш шкулӗсенче учительте ӗҫленӗ.

Пултаруллӑ вӗрентекен черченипе астрономи предмечӗсене те вӗрентнӗ. Ҫапах та, кунпа кӑна унӑн чунӗ лӑпланман. Арчиков Мускаври Ломоносов ячӗллӗ университета географи факультетне вӗренме кӗнӗ. Ӑна пӗтерсен тӑван тӑрӑхри шкулта  тепӗр тапхӑр ачасене ӑс панӑ.

Унтан вӑл географи наукипе малалла кӑсӑкланса Инҫет хӗвел тухӑҫӗнчи Камчатка ҫыранӗсене тӗпчеме тухса кайнӑ. Владивостокра тӗпленсе Охотски, Яппун тинӗсӗсене, Курил утравӗсене ҫитнӗ, Чукоткӑра ӗҫленӗ.

Чӑваш Ене таврӑнсан Емельян Иванович малтан пединститутра, каярахпа Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӑй хунӑ. Вӑл ҫине тӑнипе истори факультетӗнче географи уйрӑмӗ, унтан географи факультечӗ уҫнӑ. Паян вӑл - историпе географи факультечӗ. Емельян Арчиковпа пӗрле ӗҫлеме тÿр килнĕ çынсем ученӑй пирки хӗпӗртесе ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа ҫеҫ калаҫаҫҫӗ. Вӑл чӑн-чӑн шухӑшлавҫӑ пулнине палӑртаҫҫӗ. Ун ячӗпе ҫакӑн пек асӑну хӑми вырнаҫтарас шухӑш малтанах вырӑс географи пӗрлешӗвӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗнче ӗҫлекенсен пуҫне килнӗ.

 

Алексей Енейкин, Михаил Солин