Мӗн пултарнӑ таран салтаксен пурнӑҫне ҫӑмӑллатма тӑрӑшаҫҫӗ

Кӑрлач уйӑхӗнче республикӑра пурӑнакансем ятарлӑ ҫар операцине 20 ытла машин ӑсатнӑ, ҫавӑн пекех салтаксене тӗрлӗ пулӑшу кӳнӗ. Ку ӗҫ пӗр самант та чарӑнмасть. Чылай район-хулара кивӗ техникӑна юсаса фронт валли хатӗрлеҫҫӗ.

Красноармейски тӑрӑхӗнче, сӑмахран, ҫак кунсенче ҫар операцийӗнчи ентешсем патне гуманитари пулӑшӑвӗ тиенӗ 3 УАЗ машин илсе ҫитернӗ. 

Аякри тӑрӑха тӑван ҫӗртен пулӑшу ҫитни тем пек паха пулнине пытармаҫҫӗ салтаксем. Фронта илсе ҫитернӗ япаласенче кил ӑшши упранать.

Ял-йыш хӑй вӑйӗпе япаласем пухса хатӗрлет. Сӑмахран, окопсенче усӑ курмалли ҫуртасем. Вӗсене тимӗр савӑтран, парафинпа картонран ӑсталаҫҫӗ. Трак тӑрӑхӗнче ку ӗҫе Сергий атте пуҫарнӑ. Ял ҫыннисем кӑмӑлпах ҫурта тума хутшӑнаҫҫӗ.

Трак шкулӗнче маскировка сетки тума вӗренсе ҫитнӗ. Пулӑҫӑсем усӑ куракан хатӗре тӗпе хунӑ. Пӗрисем пусма юлашкисене каснӑ хушӑра, теприсем татӑксене ҫыхаҫҫӗ. Ӗҫ кал-кал пырать, пӗри те пушӑ лармасть.

Ял халӑхӗ пулӑшнипе пулӑ тытмалли сетка туяннӑ, пусма юлашкисемпе ҫӗвӗ предприятийӗ тивӗҫтернӗ. Темиҫе пӗркенчӗк ӑсталаса салтаксене парса янӑ. Вӗсемпе техника пытарма е ҫар ҫыннисем хӑйсем витӗнсе сыхланма пултараҫҫӗ.

Вырӑнти маҫтӑрсем кӑмака та ӑсталанӑ. Вӗсене кивӗ газ баллонӗсенчен тунӑ. 10 хатӗр салтаксем патне илсе ҫитернӗ те ӗнтӗ. Вӗсем блиндж е палатка ӑшӑтма, апат хатӗрлеме тата атӑ-пушмак типӗтме кирлӗ. Кӑмакасем вутпа хутӑнаҫҫӗ, вырӑнтан вырӑна йӑтса ҫӳреме меллӗ.

Трак тӑрӑхӗнче ентешӗсене пулӑшма ятарлӑ ушкӑн йӗркеленӗ. Пӗрле пуҫтарӑнса вӗсем салтак кун-ҫулне ҫӑмӑллатассипе ӗҫлеҫҫӗ. Халӑх чӑмӑртансан кирек епле йывӑрлӑха та парӑнтарасса шанаҫҫӗ.


Ирина Николаева, Димитрий Макаров