Марина Карягина — «ЛиФФт-2023» литература фестивалӗн ҫӗнтерӳҫи

Пӗтӗм Раҫҫейри "ЛиФФт" литература фестивалӗ 7-мӗш хут ҫӗршыври сумлӑ ҫыравҫӑсене пӗрле пуҫтарчӗ. Хальхинче тӗлпулу Хусан хулинче иртрӗ. Ку вӑл пӗлтӗрхи чыслав ҫӗнтерӳҫин тӑван ҫӗрӗ. Кӑҫал вара ҫак чыса Марина Карягина поэт тивӗҫрӗ, фестивальтен Ылтӑн лауреат ячӗпе таврӑнчӗ.

Пӗтӗм ҫӗршыври фестиваль географийӗ ҫулран-ҫул анлӑлансах пынӑ. Паян ЛиФФт-ра Мускав, Крым, Алматы, Сочи, Тюмень, Баку, Стамбул, Каир тата тӗнчен ытти кӗтесӗнчи ҫӗршыв-хула ҫулран-ҫул пӗрле. Лауреатсемпе дипломантсем те ятлӑ-сумлӑ. Вӗсен йышӗнче Нобель премине илме тӑратнисем те, ӑслӑлӑхра сулмаклӑ утӑмсемпе аталанакансем те, Еврази журналисчӗсен Союзӗн президенчӗ те. 2017 ҫулта конкурс Еврази шайне ҫӗкленнӗ, 2019 ҫултанпа тӗнчипе кӗрлет. Ҫак йышра чӑваш халӑхӗн ятне ҫӗклекен Марина Карягина поэт та пур.

Фестиваль пынӑ хушӑра Мускаври Александр Куприн режиссёрӑн Марина Карягина пултарулӑхӗпе паллаштаракан "Амфистроф. Встречное течение" фильмне те хаклама май пулчӗ. "2 енчен 2 тӗрлӗ вуланакан йӗркесен тӗнчери пӗрремӗш авторӗ чӑннипех тӗлӗнтерет те савӑнтарать", - палӑртрӗ фестиваль йӗркелӳҫи, Пӗтӗм тӗнчери ҫыравҫӑсен "WOW" пӗрлӗхӗн президенчӗ, Еврази халӑхӗсен Ассамблейинчи литература канашӗн ертӳҫи Маргарита Аль. Экспертсен ушкӑнӗ 2023 ҫулта ылтӑн медале шӑпах пирӗн ентеше пама йышӑннӑ. Апла "ЛиФФт-2024" сумлӑ фестиваль гимнӗ Африкӑри Ганӑпа танах пирӗн республикӑра янӑрӗ.

 

Алиса Александрова, Михаил Солин