"Литература - пурнӑҫ тӗкӗрӗ"

Ҫавнашкал ят панӑ Литераура музейӗнчи черетлӗ курава. Ӑна чӑваш халӑх писателӗ Денис Гордеев 85 ҫул, унӑн хӗрӗ - Светлана Гордеева 55 ҫул тултарнине халалланӑ.

Денис Гордеев - прозаик, поэт, публицист, журналист тата куҫаруҫӑ. Вӑл Комсомольски районӗнчи Асанкасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Пурӗ 20 кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Ҫав шутра 5 роман, 30 повеҫ, 150 ытла калав. Хӗрӗ Светлана Денисовна - сӑвӑҫ тата ӳнерҫӗ. Вӑл тӗрлӗ литература конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫи, сӑвӑсен 20 пуххин авторӗ. 8 ӳнер куравӗ йӗркеленӗ. Хальхи экспозици икӗ тӑванӑн пултарулӑхне пӗрлештерет.
Денис Гордеевӑн сывлӑхӗ хавшакрах пулнипе, ҫак тӗл пулӑва килеймерӗ. Апла пулин те пухӑннисем ун пирки тата  Светлана Гордеева ҫинчен нумай ӑшӑ сӑмах каларӗҫ. Юбилярсене ҫирӗп сывлӑх тата пултарулӑхра ӑнӑҫу сунчӗҫ.


Надежда Александрова, Виктор Степанов