Куславкка районӗнче «Астӑвӑм ҫурти» акци иртрӗ

Пирӗн республика утӑ уйӑхӗн 1-мӗшне Пӗтӗм Раҫҫейри Тыл ӗҫченӗсен кунне паллӑ тума сӗннине Федераци Канашӗ ырланӑ. Шӑпах ҫав кун Куславкка районӗнчи Куснар ҫывӑхӗнче Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тунисен ӗҫ паттӑрлӑхне асӑнса мемориал уҫма палӑртнӑ. Ҫак кунсенче вара унта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисен ячӗпе астӑвӑм ҫурти ҫутрӗҫ. 

"Астӑвӑм ҫурти" акципе ҫӗршывра ҫулсерен ирттерекен Пӗтӗм Раҫҫейри "Хӗрлӗ гвоздика" ыркӑмӑллӑх юхӑмӗ вӗҫленчӗ. Ҫитес эрнере уҫма палӑртнӑ Асӑну комплексне Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин асапӗ витӗр тухнисен тӑхӑмӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. "81 ҫул каялла тухнӑ вӑрҫӑра 1418 талӑк пирӗн ҫӗршыв фашизма хирӗҫ кӗрешнӗ. Раҫҫей салтакӗ халӗ те пӗтӗм этемлӗхе хӳтӗлесе фашизма тӗп тума ҫӗкленчӗ. Паттӑрсен тӗслӗхӗ ҫамрӑксене Раҫҫей историне, ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен паттӑрлӑхне хисеплеме вӗрентет", - терӗ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.  Вӑрҫӑ кӗмен кил хӑварман: Чӑваш Енрен фронта 208 пин ытла ҫын тухса кайнӑ, 100 пин ытла салтак ҫапӑҫу хирӗнче пуҫ хунӑ. Тылра юлнисем те Ҫӗнтерӗве ҫывхартас тесе ҫӗрӗн-кунӗн тертленнӗ. 

Ҫак ҫӗршыв шайӗнче иртекен анлӑ пулӑма ҫулсерен ытларах та ытларах ҫын хутшӑнать. Вӗсем хушшинче хӑйсен йӑхне аван пӗлекен аслӑ ӑрурисем кӑна мар, несӗлӗсен паттӑрлӑхӗпе мӑнаҫланакан яш-кӗрӗм те, шкул ҫулӗнчи ачасем те.

Марина Карягина, Павел Иритков