Куккурус тирпейлеме вӑхӑт

Ӑна республикӑра  4 пин гектар ҫинчен пуҫтарса кӗртнӗ. Шупашкар районӗнчи "Чебомилк" пӗрлешӳ ҫак культура лаптӑкне ӳстерсех пырать.

Куккурус вырма "Чебомилк" хуҫалӑхра икӗ эрне каялла пуҫланӑ. Ир пуҫласа мӗн каҫченех хирте хӗрӳ. Икӗ комбайн, 10 ытла трактор-машин - хӑватлӑ техникӑпа ӗҫ кал-кал пырать. Ӗне сӗчӗ чӗлхи ҫинче, - теҫҫӗ хуҫалӑхра. Куккурус вара выльӑхшӑн паха апат. Ҫавна май ун лаптӑкне кунта ӳстерсе пыраҫҫӗ, малтанхи ҫулсенче 500 гектар пулнӑ, халӗ - пин ытла. Унпа пӗрлех мӑйракаллӑ шултра выльӑх шучӗ те хушӑнса пырать, сӑвӑм та республикӑри вӑтам кӑтартуран самай пысӑк - ӗнерен ҫулталӑкне 9 пин ҫурӑ литр сӗт сӑваҫҫӗ.


Екатерина Фомина, Димитрий Макаров