Кранри шыв пӑрланса ларни те пулнӑ

Хӑйӗн хваттерӗнче ҫакнашкал ӳкерчӗк пулнине Шупашкарти Кадыков урамӗнчи 40-мӗш ҫуртра пурӑнакан Тамара Самылкина ӗнентерет. Вӑл ҫак ҫитменлӗхе строительство компанийӗн сирмелле тесе шутлать. 

Пӗлтӗр пуш уйӑхӗнче Тамара Яковлевна ҫӗнӗ хваттере куҫнӑ. Пурӑнмалли кӗтесе юсаса хӑтлӑлатнӑ. Ҫитменлӗхсем хӗл сиввисем ҫитсен тин палӑрнӑ. Чӳречерен ҫил вӗрнӗ, хваттерте сивӗ пулнӑ.  Ҫурт ҫӗнӗ. Апла хваттерти ҫитменлӗхсене гарантипе строительство организацийӗн пӗтермелле. Ҫавӑнпа Тамара Яковлевна унти рабочисене чӗнсе илнӗ, чӳречесене йӗркене кӗртме ыйтнӑ. Анчах хваттерте сивӗ пулни чӳречепе кӑна ҫыхӑнман. Урай та сип-сивӗ. Ҫавна май кунта пушмакпа е ҫӑм нускипе ҫӳреме тивет. Ку акӑ мӗнпе ҫыхӑннӑ. Тамара Яковлевна виҫҫӗмӗш хутра пурӑнать. Пӗрремӗшпе иккӗмӗшне хутса ӑшӑтмаҫҫӗ. Унти пӳлӗмсенче 60 вырӑнлӑ ача сачӗ тума палӑртнӑ унччен. Анчах хальлӗхе вӗсем пуш-пушӑ. Раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вара Тамара Яковлевна ваннӑй пӳлӗмӗнчи кранра шыв ҫуккине асӑрханӑ.

 

Алена Артемкина, Наталья Егорова, Михаил Солин, Димитрий Макаров