Канашри индустри паркӗнче сивӗ тытакан шкафсем кӑларассине йӗркеленӗ

11 ытла гектар ҫинче вырнаҫнӑ индустри паркне пӗлтӗр тума пуҫланӑ. Кӗске вӑхӑтрах ҫак капмар ҫурта хӑпартса республикӑшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ производство йӗркелесе янӑ. 

Кунта апат-ҫимӗҫпе тӗрлӗ продукцие сивӗтсе упракан хатӗрсем тӑваҫҫӗ. Холодильниксене лавккасемпе апатлану вырӑнӗсенче, аптекӑсенче анлӑ усӑ кураҫҫӗ. Ятарлӑ проекта пурнӑҫа кӗртме инвестици ӗҫӗпе промышленнӑҫа аталантаракан фонд 300 миллион тенкӗ кивҫен панӑ. Ку укҫана пӗрлешӳ ҫӑмӑллӑнах саплаштарма пултарӗ. Паянхи кун тӗлне завода 30 процент таран кӑна кирлӗ хатӗрпе тивӗҫтернӗ пулсан та, кунта Европа стандарчӗсене тивӗҫтерекен 8 тӗрлӗ холодильник кӑлараҫҫӗ.

 

Алексей Енейкин, Никита Углев