Кам асӑрхамасӑр, кам вара пӗлсех ҫаратса каять

Шупашкарпа Мускава ҫыхӑнтаракан 72-мӗш пуйӑсра вакунри пурлӑха вӑрланӑ тӗслӗх йышланнӑ. Иртнӗ ҫул ҫакнашкал 30 яхӑн киревсӗр ӗҫе шута илнӗ. Чӑваш Енри транспорт полицийӗ пассажирсене саккуна пӑхӑнма ыйтать. 

Пӗлтӗр  вакунри япаласем ҫухални пирки дежурнӑй чаҫе 29 хут пӗлтернӗ. 20 плед, простынь таврашӗ 1 комплект, 4 стакан лартмалли тата икӗ хут утиялпа ҫытар ҫухалнӑ. Лару-тӑру ҫивӗчленнӗрен халь пуйӑсра транспорт полицийӗнче ӗҫлекенсем ҫӳреҫҫӗ, вакунсенчи йӗркене асӑрхаҫҫӗ. Енчен те васканипе вакун пурлӑхне пӗрле илсе тухса кайнӑ пулсан, ӑна тавӑрса пама ыйтаҫҫӗ йӗрке хуралҫисем. Пуйӑсра видеосӑнав камерисем пур, кам мӗнле вакунра пулни те билет тӑрӑх курӑнать. Пурлӑха хапсӑннӑ ҫынна полицисем ҫӑмӑллӑнах палӑртма пултараҫҫӗ. Паянхи куна 2 ҫынна тупса палӑртнӑ. Вӗсене административлӑ явап тыттарнӑ. Енчен те 2 пин тенкӗ ҫурӑран ытларах тӑкак кӳнӗ пулсан уголовлӑ майпа айӑплаҫҫӗ.

 

Алена Артемкина, Михаил Солин