"Жемчужинки Чувашии" фестиваль-конкурс финалисчӗсене  Беларуҫ республикин халӑх артисчӗ Эдуард Ханок саламлӗ

Чӑваш Ене вӑл паян килмелле. Эдуард Ханок ҫырнӑ юрӑсем халӑхра анлӑ сарӑлнӑ  - "Малиновка", "Зима", "Завируха", "То ли ещё будет", "Лягу, прилягу" тата ыттисем. Шупашкарта вӑл икӗ кун пулать.

Ыран ӑна "Жемчужинки Чувашии" фестивалӗн Гала-концертӗнче кӗтеҫҫӗ. Ачасен пултарулӑхӗн уявӗ Пукане театрӗнче 11 сехетре пуҫланать. Конкурсӑн суйлав тапхӑрне кӑҫал республикӑри  пин ытла  ача хутшӑннӑ. Икӗ номер - Юрий Энтин сӑввипе  кӗвӗленӗ юрӑ тата чӑвашла е республикӑра пурӑнакан ытти халӑх чӗлхипе ҫырнӑ  хайлав хатӗрлемелле пулнӑ вӗсен. Ҫӗнтерӳҫӗсене вокал, хореографи тата музыка номинацисенче палӑртнӑ. "Жемчужинки Чувашии" фестиваль-конкурс кӑҫалхипе 19-мӗш хут иртет. Ӑна Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Маргарита Павлова тӑрӑшнипе пуҫарса янӑ. Пултаруллӑ ачасене фестиваль продюсерӗ Сергей Бреус тата Юрий Энтин пултарулӑх центрӗ хӑй хӳттине илнӗ. Халӗ конкурса йӗркелесе пыраканӗ - Шупашкар тӑрӑхӗнчи Герман Лебедев ячӗллӗ Хыркассинчи ача-пӑча ӳнер шкулӗ. Фестиваль хӑнипе ҫавӑн пекех Педагогика университетӗнче, музыка училищинче тата культура институтӗнче вӗренекен ҫамрӑксем тӗл пулӗҫ. Вӗсем валли Эдуард Ханок  мастер-класс ирттерӗ.


Екатерина Фомина