Интернет маркетингра - "ылтӑн", туроператорсен ушкӑнӗнче "бронза" ҫӗнсе илнӗ 

"Ҫамрӑк профессионалсем" наци чемпионачӗн финалӗнче пирӗн республика ачисем пӗрремӗш медальсене тивӗҫрӗҫ. 

Кӑҫал Чӑваш Ен чысне 46 компетенцире 56  ҫын хӳтӗлет. Конкурс Кузбасс тӑрӑхӗнче иртмелле пулнӑ, анчах коронавируса пула ӑна инҫет мелпе йӗркелеме йышӑннӑ. Дарья Матросова тутлӑран та тутлӑ пылак ҫимӗҫ хатӗрлес тесе ӑшталанать. Унӑн 2 тӗрлӗ канхвет, десерт пӗҫермелле, унтан ӑна илемлетмелле, ҫавӑн пекех пылак кӳлепесем ӑсталамалла. Ҫакна йӑлт 4 сехет хушшинче ӗлкӗрмелле. Ку ҫӑмӑлах мар. Вӑхӑта туйса ӗҫлеме, лӑпкӑ пулма хӑнӑхмалла, санитарипе гигиена йӗркисем пирки те манас ҫук, - тет Дарья. Ҫакнашкал сумлӑ конкурса хутшӑнма тивӗҫ пулнӑшӑн вӑл савӑннине пытармасть. Хӗрача пуласлӑхне кондитер ӗҫӗпе ҫыхӑнтарасшӑн, ҫавна май ку уншӑн паха опыт. 

 

Екатерина Фомина, Светлана Позднякова, Владимир Синдеев