Хуҫалӑхсене аталанма ҫӑмӑлрах пулать 

Патӑрьел тӑрӑхӗнче ял хуҫалӑх кооперативӗсене аталанма пулӑшас тӗллевпе агропарк хута яма палӑртнӑ.

Патӑрьел районӗнче халӗ 16 ял хуҫалӑх кооперативӗ ӗҫлет. Вӗсенчен ҫиччӗшӗ патшалӑх пулӑшӑвне тивӗҫнӗ. Анат Туҫа ялӗнче вырнаҫнӑ "Лук-Агро" кооператив та ятарлӑ грант витӗмне кӗҫех туйса илӗ. Хӑйсен вӑйӗпе кӑна вӗсем кӑҫал пин тонна севок вырнаҫакан управӑш ҫӗкленӗ. Хушма 3 ӗҫ вырӑнӗ тунӑ. Пысӑкрах тухӑҫ илес тесе хуҫалӑх нумай пулмасть ҫӗнӗ техника туяннӑ. Пирӗн республикӑшӑн тепӗр ҫӗнӗлӗхе Шӑнкӑртам ялӗнче курма пулать. Ферид Чабатов фермер 5-мӗш ҫул  осетр, ҫтерлӗк тата форель ӗрчетет. Ятарлӑ пӗлӳ илмесӗрех 70 метр тӑршшӗ хупӑ бассейн туса 9 пин вӗтӗ пулӑ янӑ.


Алексей Енейкин, Никита Углев