Хӗрлӗ Чутайри "Хастар" спорт комплексӗнче полиатлон енӗпе республикӑри ӑмӑрту иртрӗ

Унта Чӑваш Енри 7 ушкӑнри 50 спортсмен тупӑшрӗ.

Хӗрлӗ Чутайра республика ӑмӑртӑвне ирттерни ӑнсӑртран мар. Кунта 5 спорт тӗсӗнчен тӑракан тупӑшӑва йӗркелеме пур майсем те ҫителӗклӗ. Спорт комплексне ҫулталӑк каялла кӑна хута янӑ. Кунта винтовкӑран тӗл пеме те, тӗрлӗ дистанцие чупма та, мечӗксемпе гранатӑсем ывӑтма та, бассейнра ишме те пулать. Сӑмах май, республикӑра ҫак спорт тӗсӗ юлашки ҫулсенче ӑнӑҫлӑ аталанса пырать.     
Спортсменсем, ҫулне кура, тӗрлӗ ушкӑнра тупӑшрӗҫ. Пӗрремӗш вырӑна Шупашкар хулин, иккӗмӗшне - Йӗпреҫ, виҫҫӗмӗшне Хӗрлӗ Чутай районӗсен командисем тухрӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе тата медальсемпе чысларӗҫ. Вӗсем ҫавӑн пекех республикӑн пӗрлештернӗ ушкӑнне кӗме пултарӗҫ. 


Надежда Александрова, Иван Макеев