Чутайсем тӗп уява мӗнле кӗтсе илме хатӗрленнине яваплӑ ведомствӑсем асӑрхасах тӑраҫҫӗ. Культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова районти культура ҫуртне тата таврапӗлӳ халӑх музейне ҫитсе курчӗ. Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ ӗҫ-пуҫа кунта пӗлтӗрех хатӗрленме пуҫланӑ. Музея 7 миллион тенкӗлӗх ҫӗнетме тытӑннӑ. Культура ҫурчӗн таврашӗ те тӗпрен улшӑнмалла.
Алиса Александрова, Олег Цыпленков