Хӑйӗн тӗслӗхӗпе ҫамрӑксене хавхалантарать 

Йӗпреҫ районӗнчи  тренер 40 ҫул физкультурӑпа спорт тытӑмӗнче тӑрӑшать. 

Ыран Раҫҫейре - физкультурник кунӗ. Ӑна ҫулсерен ҫурла уйӑхӗн иккӗмӗш шаматкунӗ палла тӑваҫҫӗ. Ҫак куна 1939-мӗш ҫулта  аслӑ шкулсенче физкультура факультечӗсене йӗркелеме тытӑннӑ. Каярах спортсменсене хатӗрлекен ятарлӑ вӗренӳ учрежденийӗсене уҫнӑ. Ытти физкультура учителӗсемпе професси уявне Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкере пурӑнакан Михаил Петров паллӑ тӑвать. Вӑл ачасене хӑйӗн тӗслӗхӗпе спорта юратма вӗрентет. 

 

Алена Артемкина, Анжелика Артемьева, Никита Углев