Хӑш-пӗр ҫын васкавлӑ пулӑшу фельдшерӗсем хваттерсене бахилсем тӑхӑнмасӑр кӗнипе кӑмӑлсӑр

Республикӑри васкавлӑ пулӑшу центрӗнчи фельдшерсен бригади пӗр сменӑра 10-20 ҫӗре ҫитет. Ҫын пурнӑҫне ҫӑлас тесе йӑпӑр-япӑр ҫула тухаҫҫӗ. Анчах тепре чухне вырӑна ҫитсен те тӳрех пулӑшу кӳме май ҫук- хваттер хуҫисем урай вараланасран хӑраса тухтӑрсене бахилсем тӑхӑнма хушаҫҫӗ.

Алена Артемкина, Семен Антонов