Хальлӗхе - тӗрӗслемелле, кӗҫех тулли вӑйпа ӗҫлесе кайӗ

Шупашкарта журналистсене тинех юр ирӗлтермелли техникӑпа паллаштарчӗҫ. Ӑна Ижевскран иртнӗ эрнерех кӳрсе килнӗ пулнӑ, анчах та унпа тин усӑ курма пуҫланӑ. 

Шупашкарти чылай  ҫулпа тротуар халӗ те юр айӗнче. Ҫапах  та лару-тӑру улшӑнни куҫкӗрет. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче шӑв-шав ҫӗкленӗ хыҫҫӑн ҫеҫ ҫул-йӗре ытларах тимлӗх уйӑрма пуҫланӑ. Ҫакӑншӑн яваплӑ "Дорэкс" пӗрлешӗве ҫулталӑк каялла ҫут ҫанталӑка сиен кӳнӗшӗн 28 миллион тенкӗлӗх штрафланӑ. Хулара юр купаламалли ятарлӑ вырӑн пулман, иккен. Ҫавӑнпа та кӑҫал ӑна ирӗлтермелли техника туянма шутланӑ. Унӑн хакӗ - икӗ миллион ҫурӑ ытла. Пӗр сехетре вӑл тӑватӑ самосвал юр тӗп тума пултарать. Пӗр тонна хутӑша ирӗлтерме виҫӗ литр бензин кирлӗ, тет "Дорекс" ертӳҫи Владимир Доброхотов. Пӗр сехетре вара ку хатӗр вунӑ пин тенкӗлӗх топлива "ҫиет". Ҫакнашкал иккӗмӗш техника туянасси пирки хальлӗхе шарламаҫҫӗ. Ирӗлтернӗ юр шывне канализацине яраҫҫӗ.


 
Вероника Павлова, Игорь Ульянов