Халӑхсен пӗрлӗхне ҫирӗплетсе туслӑх аллеи тата курав

Шупашкарта пурӑнакан Бассам Аль-Балауи академик Пенза тӑрӑхӗнчи чӑвашсемпе пысӑк патриотла ӗҫ пуҫарса ячӗ.

Аякри чӑвашсем сумлӑ хӑнасене Ҫӑрттанлӑ ялӗнче юрӑ-ташӑпа чӑваш йӑлипе кӗтсе илчӗҫ. Унти пӗлӳ ҫуртӗнче тата искусство шкулӗнче "Палестина Раҫҫейпе ытти ҫӗршыв ӳнерҫисен куҫӗпе" ятлӑ 31-мӗш курав уҫӑлчӗ. Экспозицире 70-е яхӑн ӗҫ. Вӗсемпе юпа уйӑхӗн 5-мӗшчен паллашма пулать. Ҫӗршывра халӑхсен культурин эткерлӗхне упрассипе ҫыхӑннӑ ҫулталӑк пынӑ май хӑнасем туслӑх кӗперне ҫирӗплетсе ку тӑрӑхри ытти ӗҫ-пуҫа та хутшӑнчӗҫ. Пикмӑрсальти вӑтам шкул картишӗнче Бассам Аль-Балауи шкул ачисемпе тата ку тӑрӑхри чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫипе Денис Щербаковпа пӗрле 12 каштан йывӑҫӗ лартрӗ. Шкула парнесем парса хӑварчӗ.


Алексей Енейкин