Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн ӗҫ кӗнекисене ҫӗнӗлле ҫырса пыма пуҫланӑ

Электрон ӗҫ кӗнекисем тӗлӗшпе предприятисемпе организацисен нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшчен пирвайхи отчет памалла.

Кӑҫалтан ӗҫпе тивӗҫтерекенсен  Пенси фондне кӑтартусене ҫӗнӗлле ҫирӗплетнӗ формӑпа ярса тӑмалла. Ҫакна тӗпе хурса электрон ӗҫ кӗнекисем йӗркеленеҫҫӗ. Ҫӗнӗлле отчета Чӑваш Енре Пенси фондне чи малтан бюджет учрежденийӗсем, хула тата район администрацийӗсем ҫитернӗ.

 Алиса Александрова, Лидия Галактионова, Владимир Синдеев