"Эткер" центр  хăйĕн алӑкне пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксем валли уҫма хатӗр 

Кунта мӗн-пур республикӑри 5 -11 -мӗш классенче вӗренекенсене кӗтеҫҫӗ. 

Центра пӗлтӗр йӗркелеме пуҫланӑ. Раҫҫей ҫут ӗҫ министерстви ирттернӗ конкурс пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен вӗренӳ лаптӑкӗ уҫма палӑртнӑ 16 регион йышне кӗнӗ. Вӗсене "Сириус" центр евӗр йӗркеленӗ. Хальхи вӑхӑта тивӗҫтерекен хатӗрсем, вӗренӳ программисем  тата ӑста вӗрентекенсем - ҫакӑ пӗтӗмпех "Эткер" центр. Вӗренӳ лаптӑкӗ кунта "профиллӗ сменӑсем" йӗркипе ӗҫлӗ. Пӗр харӑсах 150 пултаруллӑ ача  ӑс пухма пултарӗ. 

 

Надежда Александрова, Анна Давыдова, Вадим Владимиров