Етӗрнере Петр Егоров ячӗпе пленэр иртрӗ

Художниксем Етӗрнене ҫуллен ҫӳренӗ, кӑҫал вара вӗсене Пётр Егоров ячӗ пуҫтарчӗ: Сӑр хӗрринчи хулара кӑҫал пӗрремӗш хут Чӑваш Енре ҫуралнӑ паллӑ архитектора, ӳнерҫе халалланӑ пленэр иртрӗ. 

Вырӑс классицизмне никӗслекенсенчен пӗрин, хӑйӗн ятне тӗнче культурин историйӗнче хӑварма пултарнӑ мухтавлӑ ентешӗмӗрӗн еткерне пирӗн манӑҫма памалла мар. Ҫакӑншӑн тимлет те Пётр Егоров ячӗллӗ "Ӑрусен астӑвӑмӗ" фонд. Унӑн ертӳҫи Евгений Дмитриев 18-мӗш ӗмӗрте Питӗр хулинче палӑрнӑ ентешӗмӗрӗн тӑван ҫӗрӗ ҫинче ҫак проект пурнӑҫа кӗнӗшӗн савӑннине пытармарӗ - ку унӑн тахҫанхи ӗмӗчӗ пулнӑ. Вӑл пленэрта   ӗҫленӗ сӑрӑ ӑстисем икӗ эрне хушшинче 300 ытла ӳкерчӗк ҫырма пултарнинчен тӗлӗннӗ, "Анчах мана ӗҫсен шучӗ мар, пахалӑхӗ пушшех хавхалантарать", - терӗ вӑл.

 

Марина Карягина