Элӗкре ятарлӑ ҫар операцийӗн паттӑрӗн Алексей Петровӑн асӑну хӑмине уҫрӗҫ

Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме вӑл хӑй иркӗпе тухса кайнӑ. Элӗк каччине сума суса вӑл ҫуралса ӳснӗ ҫурт умне халӑх йышлӑ пухӑнчӗ. 

Ырӑ, ӗҫчен, тӗрӗслӗхе юратакан ҫынччӗ, терӗҫ пухӑннисем ентешне аса илнӗ май. Вӑл кунтах ҫуралса ӳснӗ, вырӑнти шкулта вӗреннӗ. Пӗррехинче вара Алексей тӑванӗсене ҫӗршыва хӳтелеме ятарлӑ ҫар операцине каясси пирки пӗлтернӗ.

Малтанах Алексей ытти салтаксемпе пӗрле икӗ уйӑх Екатеринбург хулинче вӗренӳре пулнӑ. Унта вӗсене ҫар ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсене вӗрентнӗ. Хӗрӳ вырӑна кайиччен Чӑваш Ене отпуска килсе ҫемйипе тӗл пулнӑ вӑл, анчах амӑшӗпе курнӑҫма ӗлкӗреймен.

Фронтра Алексей штурмовик та, разведчик та, снайпер та пулнӑ. Тӑванӗсем патне шӑнкӑравласах тӑнӑ. Салтак темиҫе хут та хӗрӳ ҫапӑҫуран чӗрӗ-сывӑ тухма пултарнӑ. Анчах пӗррехинче ӑна вилмеллех амантнӑ. Унӑн пурнӑҫе 2023-мӗш ҫулта ҫурла уйӑхӗнче татӑлнӑ.

Вилнӗ хыҫҫӑн Алексей Петрова хӑюлӑхшӑн Паттӑрлӑх орденӗпе наградӑланӑ. Асӑну хӑмине ывӑлӗсем - Егорпа Дмитрий уҫрӗҫ. Пухӑннисем салтака асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ, унӑн сӑнарӗ умне чечексем хучӗҫ. Ҫӗршыв хӳтӗлевҫи Алексей Петров яланах тӑванӗсемпе ял халӑхӗн асӗнче пулӗ. 

Алена Артемкина, Николай Семенов