Елчӗкре Олег Мустаев ячӗпе "Янра, хут купӑс" фестиваль иртрӗ

Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ, паллӑ тележурналист, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи пулнӑ Олег Мустаев ячӗ вӑл пиртен уйрӑлса кайнӑ хыҫҫӑн тата та янӑравлӑрах илтӗнме пуҫларӗ. Вӑл ҫуралса ӳснӗ Елчӗк ҫӗрӗ унӑн ятне манӑҫтарас марччӗ тесе регионсем хушшинче "Янра, хут купӑс!" фестиваль ирттерчӗ.

Хӑй ҫине чи пысӑк ҫӗклеме - тӑван халӑх аталанӑвӗшӗн ӗҫлесе пурӑнассине - илнӗ Олег Мустаевӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм пулмарӗ ҫав: 56 ҫултах татӑлчӗ. Анчах ун чӗринче ҫуннӑ вут ыттисене тивсе илчӗ пулсан, унӑн ӗҫӗ малалла пурӑнать. Фестивале пуҫтарӑннӑ тус-пӗлӗшӗсен кашни сӑмахӗ ҫакна ҫирӗплетет.

Олег Мустаев ӗҫлесе пурӑннӑ Чӗмпӗр хулисӗр пуҫне, ӑмӑртӑва Пенза, Челябинск, Хусан, Мускав, Питӗр хулисенчен, Тутарстанпа хамӑр республикӑри тӗрлӗ тӑрӑхран 50 яхӑн купӑсҫӑ килнӗ. Атӑл хӗрринче пурӑнакан мӗнпур халӑхӑн юрри-кӗвви шӑранчӗ сцена ҫинче.

Ҫак пысӑк маҫтӑр, Патӑрьел тӑрӑхӗн ывӑлӗ, Челябинскри чӑвашсен ертӳҫи. Вӑл фестивальте "Чи лайӑх купӑсҫӑ" ята тивӗҫрӗ. Ӑмӑртакансем ҫавӑн пекех ҫамрӑк вӑйӑҫӑсем, ансамбльсем, автор юррине юракансем, Олег Мустаевӑн юратнӑ юррине илемлӗн янратакансем хушшинче ҫӗнтерессишӗн тупӑшрӗҫ.

Елчӗк ҫамрӑкӗсен "Тарават" ансамблӗ уяв илемӗ пулса тӑчӗ. Унта ҫӳрекен Никита Дружинина "Чи лайӑх ҫамрӑк купӑсҫӑ" ят парса хавхалантарчӗҫ.

Культура центрӗн фойинче купӑс-баян тата чӑваш халӑх музыка инструменчӗсен куравне уҫнӑ. Вӗсене вырӑнти ансамбльсене ертсе пыракан Иван Шурбин пуҫтарса юсаттарнӑ. Тӑван культурӑн ахахӗсене упракан ҫын хӑйех тухья-хушпу ӑсталать.

Фестивальте ҫамрӑксем ҫине-ҫинех "Олег тете пирӗншӗн вӗрентекен пулнӑ" терӗҫ. Пултаруллӑ ертӳҫӗ, Елчӗк тӑрӑхӗн Хисеплӗ ҫынни, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Олег Мустаев, халь юнашар ҫук пулсан та, ҫаплах пирӗн пӗрле пулмаллине, тӑван халӑх йӑли-йӗркине тытса пымаллине асилтерсе тӑрать. Йӗркелӳҫӗсем килес ҫул фестивале Чӗмпӗрте ирттерме йышӑнчӗҫ.

 

Марина Карягина, Василий Дворников