Елчӗк районӗнче наци проекчӗпе ялти сквера тирпей-илем кӗртеҫҫӗ

Чӑваш Енре "Жильё и городская среда" наци проектне пурнӑҫа кӗртме 480 миллион тенке яхӑн уйӑрнӑ. 362 миллионне ял-хуласенче тирпей-илем кӗртме усӑ курӗҫ. Пурӗ кӑҫал 40 вырӑна хӑтлӑлатмалла. 

Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкри сквер сӑн-сӑпачӗ куҫ умӗнче улшӑнса пырать. Пӗлтӗр кунта хоккей коробки вырнаҫтарнӑ. Тренажёрсем валли те вырӑн тупӑннӑ. Ҫакӑншӑн ачасем те, ҫитӗннисем те хӗпӗртенӗ. Аслӑелчӗксем спортпа туслӑ, уйрӑмах хоккейла выляма кӑмӑллаҫҫӗ. Кӑҫалтан кунта тата хӑтлӑрах та илемлӗрех пулӗ. Строительсем ӗҫе пуҫӑннӑ та ӗнтӗ. 

 

Екатерина Фомина, Екатерина Храмкина, Михаил Солин