Cуйлавра кашни участокра санитари нормисене пӑхӑнса ӗҫлерӗҫ

Пӗр вырӑнта халӑх йышлӑ пухӑнасран сасӑлава виҫӗ кун ирттерчӗҫ. Суйлавҫӑсене эрнекунах йышӑнма пуҫларӗҫ. 

Тӗп хулари 7-мӗш шкулта суйлав участокӗ уҫӑлсанах Чӑваш Енри регбол федерацийӗнче тӑракансем хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫлама килчӗҫ. Кунта та Роспотребнадзор сӗнӗвӗсене шута илнӗ. Комиссире ларакансене вирусран хӳтӗленмелли хатӗрсемпе тивӗҫтернӗ. Килекенсенне ӳт температурине виҫрӗҫ, аллисене ятарлӑ хутӑшпа дезинфекцилерӗҫ. Сасӑлава хутшӑнакансем  суйлава лайӑх йӗркеленине палӑртрӗҫ. Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче  вырнаҫнӑ 1944-мӗш суйлав участокӗнче те сасӑлакансем валли меллӗ майсем тунӑ. Кунта килекенсене маскӑсемпе, перчеткесемпе тивӗҫтерчӗҫ. Йӗркене пӑхса тӑракансем те пӗр-пӗрин хушшинче дистанцие пӑхӑнса вырнаҫнӑ. 

 

Алена Артемкина, Анна Давыдова, Никита Углев, Виктор Степанов