Ҫурт ӑшӑрах кӑна мар, илемлӗрех те пулӗ

Шупашкарти Хевеш урамӗнчи 30-мӗш ҫурта юсама тытăннӑ. Пысӑк ӗҫ тума 19 миллион тенке яхӑн уйӑрнӑ. 

Хевеш урамӗнчи 30-мӗш ҫуртра строительсем икӗ уйӑх каялла ӗҫе пуҫӑннӑ. Ҫакна кунта пурӑнакансем куҫ пек кӗтнӗ. Ҫурта 30 ҫул каяллах лартнӑ. Ун чухне ӑна кӑнтӑр тӑрӑхӗнче усӑ куракан проектпа килӗшӳллӗн тунӑ. Ҫавна май пӳрт стенисем те ҫӳхе. Халӗ вӗсене ӑшӑ тытакан материалпа витеҫҫӗ, унтан сӑрласа илем кӳреҫҫӗ, подъездри чӳречесене те улӑштараҫҫӗ. Çурта кӑҫалах юсама май тупни - ҫуртра пурӑнакансен тивӗҫӗ. Юсанă хыҫҫӑн ҫурт ӑшӑрах кӑна мар, илемлӗрех те пулӗ. Стена ҫине пирӗн мухтавлӑ ентешӗн Андриян Николаев лётчик-космонавтӑн сӑнне  ӳкерме палӑртнӑ.


Екатерина Фомина, Димитрий Макаров