Ҫур ӗмӗр ытла татӑлман ырӑ йӑла

Ҫӗрпӳ районӗнчи "Звездный" ача-пӑча лагерӗнче республикӑри "Зарница" тата "Орленок" ҫарпа спорт вӑййисен финалӗ уҫӑлчӗ. Ку ӑмӑртусене кӑҫалхипе 53-мӗш хут йӗркеленӗ. Унпа пӗрлех пӗрремӗш хут "Эпӗ - патриот" фестиваль иртет.

24 ушкӑн тата 300-ре яхӑн хӗрпе каччӑ. Пурӗ Чӑваш Енри ҫамрӑк армеецсен 87 команди тупӑшать. "Зарница" тата "Орленок"  ҫарпа спорт вӑййисен финалне чи пултаруллисем, район-хула шайӗнче ҫӗнтернисем килсе ҫитнӗ. Вӗсене Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ. Ҫак вӑйӑсене ирттерни ҫамрӑксене ҫирӗп пулма, Тӑван ҫӗршыва хисеплеме, юратма вӗрентет, терӗ вӑл. Ҫавӑн пекех ҫитес икӗ ҫулта лагерьте ҫӗнӗ стадион хута ярассине, ӑсталӑха туптама хӑтлӑ майсем пулассине палӑртрӗ. Ӑмӑрту 3 куна пырать. Каччӑсемпе хӗрсем теори пӗлӗвӗнче тупӑшаҫҫӗ, чӑрмавсене парӑнтараҫҫӗ,  автомат салатса пуҫтараҫҫӗ, вӑй-хал ҫирӗплӗхне кӑтартаҫҫӗ.  Олег Николаев ҫавӑн пекех ҫарпа спорт вӑййисен династийӗсемпе "ҫавра сӗтел" ирттерчӗ.


Диана Иванова, Михаил Солин