Ҫулсерен республикӑри пин пултаруллӑ яш-кӗрӗм Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн стипендине тивӗҫет

Кӑҫал та кам ӑна илсе тӑрассине пӑлӑртнӑ. Студентсен хӳтӗлевҫи шутланакан  Ҫветтуй Татьяна кунӗ тӗрлӗ район-хулара пурӑнакан  Татьянӑсемшӗн уйрӑмах асра юлӗ. Вӗсене республика ертӳҫи Олег Николаев пултарулӑхри ӑнтӑлушӑн стипенди тивӗҫнине ҫирӗплетекен свидетельствӑсем пачӗ. 

Шкул ачисемпе техникум-колледжра вӗренекенсем, студентсемпе аспирантсем, учительсемпе воспитательсем, врачсем - ятарлӑ стипендие тӗрлӗ ҫӗрте ҫитӗнӳ тума пултарнӑ пин ҫамрӑк тивӗҫнӗ. Правительство ҫуртӗнчи савӑнӑҫлӑ лару-тӑрӑва 29 Татьянӑна пуҫтарнӑ. Пӗр ятлӑ пулнипе пӗрлех вӗсене хӑйсен ӗҫне чунтан парӑнни пӗрлештерет. Пултарулӑхри ӑнтӑлушӑн паракан стипендине илме кӑҫал 36 ҫула ҫитмен 2 пине яхӑн яш-кӗрӗм тупӑшнӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ - вӗренекенсем, тӗрлӗ обществӑлла пӗрлешӳсен хастарӗсем.

 

Ирина  Николаева, Виктор Степанов