Ҫуллахи каникулта шкулта вӗренекенсемпе студентсем  валли ҫӗнӗ проект пуҫарнӑ

Вӑл "Единая Россия" парти пулӑшнипе пурнӑҫланать. Унта пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ. Тӗлпулусем Шупашкарти вӗренӳ учрежденисенче иртӗҫ. Чи малтан ҫак ӗҫ-пуҫа пӗрремӗш гимназире йӗркелерӗҫ.

"Эп хамӑн ҫурт картишӗн командинче" автор проекчӗ  Шупашкарти коопераци техникумӗнчи 3-мӗш курс студенчӗ Даниил Ягудин. Унпа вӑл кӑҫал иртнӗ  "Молгород" форумра паллаштарнӑ. Ӑна пурнӑҫа кӗртме ҫамрӑка "Единая Россия" парти грант парса хавхалантаранӑ. Ҫамрӑксен ҫулла пушӑ вӑхӑт нумай. Ҫавна май вӗсем ӑна усӑллӑ ирттерчӗр, преступлени ан туччӗр тесе шутласа кӑларнӑ Даниил ҫак проекта. Унта ачасене тренерсем тӗрлӗ спорт тӗсӗн ӑсталӑхне вӗрентӗҫ.

 

Алена Артемкина, Наталия Егорова, Игорь Ульянов