Ҫул-йӗр патшалӑх инспекторӗ икӗ ачаллӑ ҫемьене пушартан ҫӑлӑнма пулӑшнӑ 

Пӗр самантра килсӗр тӑрса юлнӑ ҫемьене Шалти ӗҫсен министерстви ҫумӗнчи Обществӑлла канаш пайташӗсем пулӑшма килӗшнӗ. 

Пушар ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 17 сехет те 40 минутра тухнӑ. Шупашкар районӗнчи Хыркассинче тӗтӗм йӑсӑрланнине ҫул-йӗрпе патруль службин уйрӑм батальонри взвод командирӗн ҫумӗ Максим Ломоносов асӑрханӑ. Вӑл Мӑ-7 ҫул ҫинче постра сыхӑ тӑнӑ. Полици капитанӗ ӗҫтешне Сергей Христофоров инспектора  чӗнсе илнӗ те вӗсем пӑтӑрмах пулма пултарнӑ тӗле васканӑ. Хыркассинче икӗ хутлӑ ҫурта вут хыпса илнӗ, иккен.  Ҫав каҫ ҫулӑм  Дениспа Алена Ходяшовсен ҫуртне ярса илнӗ. 

 

Елена Дмитриева, Марина Сергеева, Семен Антонов