Чи пултаруллисемпе тӑрӑшуллисене - Раҫҫей тата республика патшалӑх премийӗсемпе наградисем

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ҫулсерен Республика кунӗ умӗн профессире, вӗренӳре, обществӑлла ӗҫре палӑрнисене чыслаҫҫӗ. Хальхинче те лауреатсене Правительство Ҫуртӗнче палӑртрӗҫ. 

Правительство Ҫуртне тӗрлӗ тытӑмра тӑрӑшакан, нумай ача ӳстерекен ашшӗ-амӑшӗ пухӑннӑ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев вӗсем малӗмӗтлӗ, йывӑрлӑхсенчен хӑраман ҫынсем пулнине палӑртрӗ. Пӗтӗмӗшле Раҫҫей тата республика наградисене  31 ҫын тивӗҫрӗ. Олег Николаев Правительство Ҫуртне пухӑннисене ӗҫе, пурнӑҫа юратнӑшӑн тав турӗ.  Эсир - ҫитӗнекен ӑрушӑн ырӑ тӗслӗх. Сирӗн тӑрӑшулӑх регион экономикине аталантарать, терӗ.


Алена Артемкина, Виктор Степанов