Чи кирли - пӗр-пӗрне ӑнланни

Бадановсен ҫемйи ял ҫинче яланах ырӑ тӗслӗх вырӑнӗнче пулнӑ: килӗштерсе пурӑнма пӗлнипе те, яланах пӗлӳ енне туртӑнса ачисене ӗҫре пиҫӗхтерсе ӳстернипе те.

Нумай пулмасть Геннадий Павловичпа Валентина Алексеевна пӗрлешнӗренпе 50 ҫул ҫитрӗ. Хресчен хуҫалӑхӗнче хӗлле ӗҫ сахал пулин те, мӑшӑр ахаль лармасть: кил-тӗрӗшре урлӑ выртана тӑрӑх ҫавӑрса хумалли тупӑнатех. Эпир пынӑ чухне те тирпейлӗ пурӑнма хӑнӑхнӑ Бадановсем картишне юртан тасататчӗҫ.

 Марина Карягина, Вадим Владимиров