Чӑваш Республикин композиторсен ассоциацийӗ йӗркеленнӗренпе 30 ҫул ҫитрӗ 

Профессиллӗ композиторсемпе пӗрле яланах хӑй тӗллӗн музыка хайлакансем пулнӑ. 1965-мӗш ҫултанпа Чӑваш композиторӗсен союзӗ ҫумӗнче вӗсен пултарулӑх секцине йӗркеленӗ. 

1990-мӗш ҫулта секци Союзран уйрӑлса тухса композиторсен ассоциацине чӑмӑртаннӑ. Вӑл музыка хайлакансемпе пӗрле кӗвӗ-ҫемӗ калакансене тата юрӑ сӑвви ҫыракансене те пӗрлештерет. Вӗсен йышӗнче ытларах музыкҫӑсем, вӗрентекенсемпе юрӑҫсем. Ӗҫе кун евӗр вӑйпа  туса пыни, паллах, халӑхра культура тивӗҫне тимлӗ пурнӑҫлама май парать. Музыка янратакансем хӑйсем те тӑтӑшах ҫӗнӗ кӗвӗ ҫыраҫҫӗ, халӑх умне кӑлараҫҫӗ.

 

Александр Осипов Виктор Степанов